2023 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе кăсăкланакан ачасене Интернет олимпиадăна йыхравлать.

2023 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе кăсăкланакан ачасене Интернет олимпиадăна йыхравлать.Олимпиадăна хутшăнма пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-мĕш–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене чĕнетпĕр.

Олимпиадăна ачасем миçемĕш класра вĕреннине кура виçĕ категорипе:o 5–6-мĕш классенче вĕренекенсем, o 7–8-мĕш классенче вĕренекенсем, o 9–11-мĕш классенче вĕренекенсем,тăван чĕлхене пĕлнин шайне кура – икĕ категорипе иртетпĕр:- чăваш чĕлхи пĕлекенсем валли (чăваш шкулĕсем валли), - чăваш чĕлхине начар пĕлекенсем валли (вырăс чĕлхиллĕ шкулсем валли).

Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тăвакансен чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/6542357150569034b7cb028b/ ссылкăпа заявка ямалла.

Тулли информаципе олимпиадăн положенийĕнче паллашма пулать. Ăнăçу сунатпăр!
Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

E-mail: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в браузере должен быть включен Javascript.; Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в браузере должен быть включен Javascript..

Телефон: 8(8352)45-99-96.

Квитанция (открыть).   Приложение к письму Положение о проведении интернет олимпиады 2023 (открыть)

© https://chrio.rchuv.ru/news/2023/11/02/chvash-chlhipe-ksklanakansene-internet-olimpiadna

 

© 2026.