Професси вĕренӳ организацийĕсенче пĕлӳпе ăсталăх илекенсене чăвашлăхпа тачă çыхăнтарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви тата вĕренӳ институчĕ видеороликсен конкурсне ирттереççĕ.

Конкурсра çак темăсем пулаççĕ:

1) «Манăн тăван кĕтесĕн историйĕ»,

2) «Манăн йăх, манăн çемье»,

3) «Тус-юлташа ‒ тус пулма пĕлекен тупать»,

4) «Вĕрентекен, сан яту сумлă, ĕçӳ хăватлă, пархатарлă».

Видеорликсем чăвашла пулмалла.

Мероприятие 3 тапхăрпа ирттерме палăртнă.

Пирвайхи тапхăр вĕренӳ учрежденийĕсенче иртет. Заявкăсене юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен ямалла (https://forms.yandex.ru/u/64f08f3284227c33f8d85baa)

Тĕплĕнрех конкурс çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче https://chrio.rchuv.ru/ адреспа пĕлме пулать.

© https://chrio.rchuv.ru/news/2023/10/20/professie-vrenekensene-videoroliksen-konkursne-jih

© 2026.