ИЗОБРАЖЕНИЯ:
ЧБ
ЦВ
ТЕКСТ:
A
A
A
ФОН:
Ц
Ц
Ц
Ц
НАСТРОЙКИ:

Дополнительные настройки


КЕРНИНГ: СТАНДАРТНЫЙ СРЕДНИЙ БОЛЬШОЙ
ИНТЕРВАЛ: ОДИНАРНЫЙ ПОЛУТОРНЫЙ ДВОЙНОЙ
ОЗВУЧИВАНИЕ ТЕКСТА:
Версия для слабовидящих
Перейти на обычную версию

«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн

Хальхи пуян çак тĕнчере?» -

Тесе ыйтсан сывламăп ассăн.

Эп калăп пат: «Тăван чĕлхе!»

Чăваш чĕлхи!

"Тӑван чӗлхе — халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе — халӑхӑн сумлӑ та телĕйлĕ малашлӑхӗ", — тенӗ Г. Н. Волков ӑсчах. Чӑваш чӗлхи чуна лӑпкӑн ачашлать, канӑҫ кÿрет.

 Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн Президиумӗн 1992 ҫулхи ака уйăхĕн 9-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ака уйăхĕн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак кун чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ. Уява халалласа ака уйӑхӗн 19—25-мӗшӗнче Питĕшкасси  шкулĕнче чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Ҫак эрнере кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарӗ.

 

  Ытлари кун, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Эп – чăваш ачи» вăйă иртрĕ.  Вăйăра ачасем валли тĕрлĕ ĕç пулчĕ. Вĕсен И.Я. Яковлев çинчен, вăл тунă чăваш алфавичĕ çинчен, Чăваш Республикинчи хуласемпе шывсем çинчен пĕлмелле пулчĕ. Çавăн пекех чĕлхепе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене те хуравларĕç вĕсем.

Юн кун,  ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, вĕренекенсене «Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхемĕр» кĕнеке выставки хайĕн патне йыхравларĕ.

© 2024.
Для того, чтобы мы могли качественно предоставить Вам услуги, мы используем cookies, которые сохраняются на Вашем компьютере. Нажимая СОГЛАСЕН, Вы подтверждаете то, что Вы проинформированы об использовании cookies на нашем сайте. Отключить cookies Вы можете в настройках своего браузера.
СОГЛАСЕН